Комментировать

27 Фев, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 7 (1387) № 27.02.2025

«Мама» позывнойлă волонтера салтаксем ăшшăн кĕтсе илеççĕ

Шăллĕ ятарлă çар операцине кайсан Шупашкар округĕнчи Хăймалакассинче пурăнакан Екатерина Иванова канăçне çухатнă — тем тесен те салтаксене пулăшасшăн çуннă. Хăй тăхăр ача амăшĕ пулсан та, килте пысăк хуçалăх тытнă пулин те… Пысăк чĕреллĕ хĕрарăм пĕр тăхтамасăр, иккĕленмесĕр волонтер ĕçне пуçăннă. Гуманитари пулăшăвĕ пухнисĕр пуçне ăна хăех леçме те çӳрет. Нумаях пулмасть Екатерина Владимировна саккăрмĕш хут салтаксем патне «гуманитарка» леçнĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ.

Шикленӳ пулман

— Шăллăм Ваня тулли мар мобилизаципе 2023 çулта СВОна кайрĕ. Малтан вăл Чĕмпĕрте вĕрентӳре пулчĕ. Çавăн чухнех эпир, салтаксен çывăх çыннисем, вĕсем патне апат-çимĕç, термотумтир, ăшă нуски, шăлавар тата ытти хатĕр-хĕтĕре те леçеттĕмĕр. Çапла майĕпен ыр кăмăллă хастарсен ушкăнĕ йĕркеленчĕ, мессенджерта та ушкăн пуçартăмăр. Кайран, лере çитсен, атьсем окоп çуртисем кирли пирки пĕлтерчĕç. Эпир çыхăну тытсах тăраттăмăр. Çав çуртасене хатĕрлеме вĕрентĕмĕр. Шăллăм тăракан вырăна Çĕнĕ çулта тăшман «кайăкĕсем» тапăннă, нумаййăн вилнĕ ун чухне… Ашшĕ-амăшĕсем патне çамрăк салтаксем тупăкра таврăнма пуçласан чунăм çунчĕ. Мĕн тери асап. Хамăн та алла пăшал тытса строя тăрас килетчĕ… Пире чылай çын пулăшнă, пулăшать те. Мĕншĕн тесен ăнланаççĕ: ку — пирĕн пĕрлехи ĕç, Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшмалла. Пуçласа гуманитари грузне леçме 2023 çулта çулла тухса кайрăмăр. 2,5 тонна ытла таятчĕ вăл. Тĕрлĕ округри водительсемпе калаçса татăлса çак пысăк ĕçе йĕркелерĕмĕр. Лере çитсен пĕрремĕш хут тăшман дронĕсене куртăмăр. Ун чухне ларутăрăва йăлтах ăнланман-ха эпĕ, шикленӳ пулман. Киле таврăнсан стресс пулчĕ, темиçе кун никампа та хутшăнма, калаçма кăмăл çукчĕ. Мĕншĕн тесен çапăçусем пыракан вырăнта яланах тимлĕ, асăрхануллă пулмалла, тавралла сăнамалла — дронсем курăнмаççĕ-и? Киле çитсен те йĕри-тавралăха тимлетĕн. Иккĕмĕш хут кайсан вара унта пулса иртнине, дронсем вĕçнине, йĕритавра миномет кĕрслеттернине пачах урăхла йышăнтăм. Снарядсем çурăлни, вут-хĕм… Чĕре пăчăртанать. Хăрушă. Анчах пуçăннă ĕçе пăрахăçлама шухăш пулман, салтаксене пулăшас туртăм пушшех вăйланчĕ, çирĕпленчĕ. Пĕрремĕш хут çула пуçтарăннă чухне, паллах, çывăх çынсем пăшăрханчĕç, шикленчĕç. Анне вара тĕлĕнтерчĕ — хирĕç пĕр сăмах та каламарĕ, хавхалантарчĕ. «Катя, чи малтан ачусем пирки шухăшла», — терĕç нумайăшĕ. Эпĕ тĕпренчĕкĕмсем пирки самантлăха та манмастăп. Мăшăрпа виçĕ хĕрпе ултă ывăла ура çине тăрататпăр. Аслă хĕрĕмĕрĕн хăйĕн çемйи, ачисем те пур ĕнтĕ. Эпĕ — çамрăк кукамай. /Йăл кулать/. Кĕçĕнни 3-ре çеç-ха, ача садне çӳрет. Ывăлсем пирки яланах шухăшлатăп — эпир çак хирĕç тăрура çĕнтермесен манăн ывăлсемпе мăнуксем унта кайĕç. Вĕсем мирлĕ пурнăçра пурăнччăр тесе тăрăшатпăр. Каялла чакмăпăр. Мăшăр мана ăнланать, хăй те гуманитари грузне пухма пулăшать. Пăшăрханать, паллах, çапах палăртмасть. «Гуманитарка» хатĕрлесси питĕ пысăк ĕç вĕт — япаласене чĕркемелле, хатĕрлемелле, йăтмалла, машинăна тиесе веçех тирпейлĕ вырнаçтармалла… «Асанне» çеç çитмест» Эпĕ çула тухсан упăшка килте юлать. Унччен выльăх-чĕрлĕх чылай тытаттăмăр, волонтер ĕçне кӳлĕнсен сыснасене, чăх-чĕпе, кăвакалсене кăна хăвартăмăр. Мĕншĕн тесен эпĕ час-час çынсемпе тĕл пулатăп — культура çурчĕсенче, шкулсенче… Пĕрмай килте тăма май çук. Салтаксене пулăшакан чылаййăн, вĕсем нускисемпе маскировка тетелĕсем çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, хăйсен укçипе медикамент, тум туянаççĕ, консервланă пахча çимĕç те параççĕ. Шкул ачисем те питĕ хастар — салтаксем валли çырусем çыраççĕ, открыткăсем ăсталаççĕ. Эпĕ шкула пырсан ачасем хирĕç чупаççĕ, ыталаççĕ. Эпĕ Шупашкарти «Звезда21» çар хатĕрленĕвĕн курсĕсенче вĕрентĕм. Çавăн чухне позывной шухăшласа кăларма сĕнчĕç. Унта ятпа никама та чĕнмеççĕ. «Мама» сăмах чи малтан пуçа килчĕ. Мĕншĕн тесен ăна эпĕ килте тăтăшах илтетĕп. СВО зонине кайсан салтаксем манăн позывнойран питĕ тĕлĕнеççĕ. Хăйне евĕрлĕ-ха та. Унта Батя, Внук та пур, нумаях пулмасть Дед тупăнчĕ. Пĕрле пуçтарăнсан питре кулă çуралать. «Асанне» çеç çитмест кунта», — тесе шӳтлетпĕр. Лере эпир, волонтерсемпе салтаксем, пĕр-пĕриншĕн тăвансем пекех туйăнатпăр, ăшшăн хутшăнатпăр. Палламан салтак тăванран тăван пулса тăрать. Тĕлĕнмелле вĕт. Вĕсем пире яланах питĕ хĕпĕртесе, савăнăç куççулĕпе кĕтсе илеççĕ. Çав самантра вĕсен çурăмĕ хыçĕнче çунат шăтать тейĕн, куçĕсем çиçеççĕ. Кун пек тĕлпулусем пире те, паттăрсене те тăшмана хирĕç малалла кĕрешме вăй-хăват хушаççĕ. Ентешсемпе ăнсăртран курнăçни вара виçесĕр пысăк телей евĕр туйăнать унта. Пĕррехинче пулăшу леçме кайсан пĕр блокпост умĕнче чарчĕç. Эпир ăçтан, камсем пулнине ыйтнă хыççăн часовой машина патне пычĕ те: «Эсир Чăвашран-çке, ма чăвашла калаçмастăр вара?» — терĕ. Ку чăвашсен блокпосчĕ пулнă иккен, эпир чăваш ялавне асăрхаман. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Выçă пурăнсан та вĕренме пăрахман

Манăн анне Елена Маркова [Антонова] Красноармейски районне кĕрекен Çĕньял-Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Антон Осипов ялти колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Амăшĕ Агафия Семенова — хутла пĕлмен колхозница. Пилĕк ачана кун çути парнелесе ура çине тăратнă мăшăр.

Ачисемпе экзамен тытма кайнă

Анне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн Çĕрпӳри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1942 çулта ашшĕ хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Çав вăхăтран вара вĕсен çемйи йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ. Вăрçа каяс умĕн ашшĕ колхозра ĕçленĕшĕн ун ячĕпе тухакан тырра хăйĕн мăшăрне пама хушнă. Анчах ашшĕн çумĕ Марк Степанович çакна пурнăçламан. Тырра çемьене паман. Антон Осипов çынна шанса, ĕненсе пысăк йăнăш тунă: çемйине инкеке кĕртсе ӳкернĕ. Ачисем пĕринчен тепри пĕчĕк пулнă ун чухне. 1942 çулхи кĕркунне Антоновсен тепĕр хĕрача çуралнă. 1943 çулта кукаçи хыпарсăр çухалнă. Вĕреннĕ вăхăтра канмалли кунсенче анне Çĕрпӳрен килне таврăннă. Çимелли пулманпа пĕрех темелле. Кĕçĕннисем яланах выçăпа макăрнă. Кукамай камран та пулин кивçен çăкăр илнĕ. «Анне мана çăкăр кивçен илсе эрнелĕх парса яратчĕ. Вăл виçĕ кунлăха çеç çитетчĕ. Пĕррехинче киле кайма тухсан выçса çитнипе Рынкă ялĕ уйĕнче пĕр пуç купăста хуçса илсе çирĕм», — çапла каласа кăтартатчĕ анне. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та вăл вĕренме пăрахман. 1943 çулта, специальноç илсен аннене Карайри 7 çул вĕренмелли шкула пуçламăш класс учителĕнче ĕçлеме янă. Ăна шкул директорĕ Лидия Стеклова кĕтсе илнĕ. Вăрçă çулĕсенче шкулсенче учительсем çитмен. Çавăнпа шкул директорĕ ăна пуçламăш классенче мар, аслă классенче чăваш чĕлхи вĕрентме хушнă. Карай ялĕнче ăна хваттер тупса панă. 1943 çултанпа вара анне Карай шкулĕнче 44 çул ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче те, вăрçă хыççăн та шкул ачисем мĕнле нушапа вĕренни çинчен анне хăйĕн «Манăçми вăрçă çулĕсем» кĕнекинче тĕплĕн çырса кăтартнă. 1948 çулта вăл Çырмапуç ялĕнче пурăнакан Степан Марковпа пĕрлешнĕ. Анчах 1957 çулта çемьере пысăк инкек сиксе тухнă. Эпĕ çуралсан тепĕр темиçе кунран атте 29 çултах сарăмсăр вилнĕ. Анне вара 3 ачапа тăлăха юлнă. Асли 7 çулта, тепри — 3-ре пулнă, эпĕ вара анчах çуралнăскер. Йывăрлăхсене пăхмасăр çывăх çыннăм малалла вĕренме шухăшланă. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Сессисене кĕçĕн ачисемпе Шупашкара кайса çӳренĕ. Михайловка станцине ăна тара тытнă çын лашапа ăсатнă, Шупашкара вара пуйăспа çитнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл аслă пĕлӳ илнĕ. «Пирĕн халăх учителĕ» Вăрçă çулĕсенче те, кайран та нумай ачаллă çемьесем чылай пулнă. Çавăнпа шкул икĕ сменăпа ĕçленĕ. Анне ирхине шкула тухса каятчĕ те каçхине 7-8 сехетсенче çеç таврăнатчĕ. Кĕркунне тата çуркунне пылчăклă çулпа тĕттĕмре çӳреме çăмăл пулман. Килте выльăх-чĕрлĕх те пулнă пирĕн. Анне киличчен эпир, ачисем, апат та пĕçернĕ, выльăх-чĕрлĕхе, чăх-чĕпе тăрантарнă. Хĕллехи вăхăтра кăмака хутса пӳрт ăшăтнă. Эпĕ тепĕр чухне колхозниксен ачисене ăмсанаттăм. Вĕсем шкултан килнĕ çĕре ашшĕ-амăшĕ кăмака хутнă, апат пĕçернĕ. Пирĕн вара шкултан килсен йăлтах хамăрăн тумаллаччĕ. Чăх-чĕпе çитерме пирĕн тырă та пулман. Хĕллехи вăхăтра чашăкпа вĕтетнĕ çĕр улми лартса хăвараттăмăр. Вăл ирхине мĕнле парса хăварнă, çаплипех шăнса ларатчĕ. Çавăнпа чăхсем выçăпа кашта çинчен ӳке-ӳке вилетчĕç. Вăл вăхăтра 5 яла пĕрлештерекен «Россия» колхоз председателĕ Егор Лукин пулнă. Чăхсем валли колхозран тырă укçалла илес тесе анне Егор Лукич патне темиçе те кайнă, анчах лешĕ сутман. Пирĕн анне тавра курăмне, пĕлĕвне ӳстерме тăрăшатчĕ. Вăл çырса пынă блокнотсене, тетрадьсене эпĕ паян кун та уçса вулатăп. Унта вăл ваттисен сăмахĕсем, историе кĕрсе юлнă çынсен ăслă сăмахĕсене çырнă. Анне хушăран юрă кĕнеки алла илсе юрăсем те шăрантаратчĕ. Аттепе аннен пĕртăванĕсем юрă ăстисем пулнăран-ши эпĕ те мĕн ачаранпах музыка енне туртăнтăм. 3-мĕш класра хам тĕллĕнех купăс калама вĕрентĕм. 6-мĕш класра алла баян тытрăм. Анне мана 100 тенкĕпе çак музыка инструментне илсе пачĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне музыка урокне питĕ кĕтеттĕм. Пире ку енĕпе Петр Васильевич, унтан Елена Ивановна вĕрентнĕ. Музыка урокĕ умĕн тепĕр чухне шкул директорĕ Владимир Ефимович класа пырса кĕретчĕ те: «Ачасем, паян музыка урокĕ вырăнне ĕç урокĕ пулать», — тетчĕ. Эпĕ вара кăмăлсăрланаттăм. Ара, музыка урокне эрнипе кĕтнĕ вĕт. Кайран Шупашкарти педагогика институчĕн музыка факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. <...>

Лилия МАРКОВА, Шупашкар хули.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.