Комментировать

28 Фев, 2025

«Çăварни: Çăварни: çăвар тулли икерчи!»

Чатукасси тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем уява ĕçпе шайлаштарнă — ял тăрăхĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Красноармейски округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Павлов граждансен пухăвĕнче муниципалитетăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, кăçалхи тĕллевсене уçăмлатрĕ. Чатукасси территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Анастасия Александрова ял тăрăхĕн пĕлтĕрхи çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ.

Чатукассисем 2024 çулта пуçаруллă бюджет программипе килĕшӳллĕн 8 миллион ытла тенкĕлĕх проекта ĕçе кĕртнĕ. Патшалăх тата граждансен ĕçтешлĕхĕ çине таянса çулсене юсанă, пĕвесене тасатнă, шыв башнисен таврашĕнчи территорисене йĕркене кĕртнĕ, масар пӳртне хута янă. Ял çыннисем тăрăшнипе субботниксем йĕркеленĕ. Çапла майпа çăлкуçсене тирпейленĕ, палăксене, стелăсене юсанă, урамсене, çырма- çатрана çум курăкран тасатнă. «Тунти пуххи» уява йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Пĕлтĕр ăна Чатукассинче ирттернĕ. Унта сакăр ял çынни хутшăннă. Кăçал Çĕнĕ Выççăлккăра ирттерме йышăннă. Уяв тĕллевĕ — чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, культурине упраса хăварса аталантарасси. Пуху хыççăн ял-йыш Çăварни уявне пуçланă. Таврари ялсенче пурăнакансем уяв хăнисене хăйсен рецепчĕсемпе хатĕрленĕ икерчĕсемпе сăйланă. Чатукасси кану центрĕ çумĕнчи «Телей» ансамбль Çăварни юрри-ташшипе савăнтарнă. Тĕплĕнрех — Красноармейски округĕн официаллă сайтĕнче.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.