Комментировать

11 Мар, 2025

Хĕрарăм – ертÿçĕ

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Наци библиотекинче Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пресс-службин ертӳçипе шалти службăн полковникĕпе Ольга Нягинăпа тĕлпулу иртрĕ.

Мероприятие Шупашкарти тĕрлĕ техникум-колледжран 100 ытла студент пухăнчĕ. Хĕрарăма ертӳçĕ пулма йывăр-и? Арçын профессийĕнче те ĕçе çӳллĕ шайра пурнăçласа пыма мĕн пулăшать? Çак тата ытти ыйтăва сӳтсе яврĕç тĕлпулăва пухăннисем. Ольга Васильевна çамрăксене хăйĕн ĕç-хĕлне мĕнрен пуçлани çинчен каласа пачĕ. Унсăр пуçне профессири кăткăслăхсемпе паллаштарчĕ. «Ача пурнăçĕ татăлнине курни — кирек камшăн та чи йывăрри», — терĕ вăл Элĕк тăрăхĕнчи пушартан пĕчĕк ачапа куçсăр асламăшĕ çăлăнайманнине аса илнĕ май. Ун пек инкек ан пултăр тесен аслисен пĕчĕккисемпе ватăсене килте пĕччен хăвармалла мар.

Пушартан асăрханни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулăм алхасма тытăнсан каллех çирĕп йĕркене пăхăнмалла, пурлăха çăлассишĕн вилĕмпе вылямалла мар. Тĕлпулăва пухăннă çамрăксем хăйсем те пуласлăхра çăлав ĕçĕсене хутшăнасшăн, çавăнпа хăш-пĕр самант пирки Ольга Васильевнăран ыйтса пĕлчĕç. Дискусси вĕçленнĕ май Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн преподавателĕ Светлана Шарова Ольга Нягинăна тĕплĕ калаçушăн тав турĕ. Сăмах май, ертӳлĕхре тăрăшакан хĕрарăмсемпе Наци библиотеки малашне те тĕлпулусем ирттерĕ.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.