Руль умĕнче - ÿсĕр

27 Авг, 2015

Шалти ĕçсен министерствинче Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн подразделенийĕсем преступленисем пуласран тата административлă правăна пăсасран сыхланас енĕпе мĕнле ĕçленине сÿтсе яврĕç. Министр тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан полици полковникĕ Андрей Тимофеев видеоконференцçыхăну мелĕпе ирттернĕ канашлура ÿсĕр водительсем сăлтавлакан инкексем пирки пайăр калаçу пулчĕ.

ПАИ управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан полици полковникĕ Олег Федоров тĕп докладпа сăмах илнĕ май палăртнă тăрăх - кăçалхи 7 уйăхра патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем хутшăннипе 250 преступление уçса панă. Тĕпрен илсен - çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн сферинчи тĕслĕхсем.

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен автомобиль рулĕ умне ÿсĕрле иккĕмĕш хут ларнăшăн водительсене явап тыттарасси палăрмаллах çирĕпленнĕ. Халĕ кунашкаллишĕн уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Çакă ăнсăртран мар. Ÿсĕр çынсем яваплăха туйманни ытла та хакла ларать: хăрушă аварисем - çине-çинех. Август пуçламăшĕнче кăна-ха Шăмăршă районĕнче пысăк инкек пулнăччĕ. Ÿсĕр водитель тытса пыракан машина çуран çынсем çине пырса кĕнĕ. Виççĕн - çемье пуçĕ тата унăн амăшĕпе ачи - çавăнтах вилнĕ. Арăмĕ те йывăр суранланнă, ăна больницăна ăсатнă, анчах, шел, çăлса хăварма май килмен. Пĕр çăмăлттая пула, тăваттăн, тĕрĕссипе, çемйипех теме юрать, çĕре кĕнĕ.

Акă мĕншĕн право хуралĕн органĕсенче «руль умне ÿсĕрле ларни преступленипе тан» тесе тахçантанпах калаççĕ, çавăнпа ĕçкĕçсем тĕлĕшпе саккун çирĕп-пи чăннипех вырăнлă. Олег Федоров асăннă цифрăсем: июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса руль умне ÿсĕрле иккĕмĕш хут ларнă 84 çынна тупса палăртнă, 56 тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Пакунлисем эрех ĕçсе çула тухакансене тупса палăртас енĕпе халиччен те çине тăрса ĕçленĕ - çулталăк пуçланнăранпа республикăра ятарлă «Ÿсĕр водитель» мероприятисене кăна 8 хут ирттернĕ, ку ĕç çине малашне те алă сулмĕç.

Пĕрре çакланнă хыççăн каллех эрех ĕçсе руль умне ларнисене уголовлă майпа явап тыттармалли саккун вăя кĕнĕренпе вăхăт нумай иртмен пулин те прокуратура унашкаллисем пирки пуçарнă уголовлă ĕçсене суда ярса пани çинчен çине-çинех пĕлтерме пуçларĕ. Кĕçех, сăмахран, çавнашкал водительсем Йĕпреç тата Шупашкар районĕсенче суд умне тăрĕç. Пĕрне, 27 çулти Артем Филиппова, полици сотрудникĕсем Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ялĕнче тытса чарнă. Çакскер июлĕн 10-мĕшĕнче каçхине эрех ĕçнине пăхмасăр ВАЗ-21140 автомобильпе çула тухнă. Çамрăк çын маларах та руль умне ÿсĕрле ларнăшăн административлă майпа явап тытнă та - ку хутĕнче уголовлă ĕç çуралнă.

Шупашкар районĕнче те çамрăк çын суд тенкелĕ çине ларать. 24 çулти Александр Кириллова эрех ĕçсе машинăпа çÿренĕшĕн административлă майпа виçĕ хут айăпланă, анчах ку уншăн урок пулман ахăр, июлĕн 20-мĕшĕнче каллех водитель вырăнне ларнă, ăна ПАИ сотрудникĕсем тытса чарнă. Хальхинче ăна та пуçран шăлмĕç, уголовлă йĕркепе явап тытать.

 

К.НИКОЛАЕВ.

Рубрика: 
Автор: