Хыпар 11 (28328) № 14.02.2025

17 Фев, 2025

Ку музее Европăра та кăтартмалла

Çĕршыв тăрăх куçса çӳрекен «Çĕнтерӳ пуйăсĕ» музей Шупашкара виççĕмĕш хут килсе çитрĕ. Кунта икĕ кун пулать — унпа республикăра пурăнакансем тӳлевсĕрех паллашма пултараççĕ.

Курав ĕнер 8 сехет те 30 минутра уçăлчĕ. Пĕрремĕшсен йышĕнче выставкăпа республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Шупашкар пуçлăхĕ Владимир Доброхотов, вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, Чăваш Ен прокурорĕ Эдуард Гиматов, шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков, следстви управленийĕн ертӳçи Александр Полтинин, ыттисем паллашрĕç. — Çак проекта Чăваш Енре те пурнăçа кĕртнĕшĕн Раççей чукун çулĕсене тав тăватăп, — терĕ Олег Николаев. — Вăрçă çулĕсем мĕн тери йывăр пулнине кăтартса пама пирĕн пата выставка кăçал та çитрĕ. Ăна йĕркелекенсем хăрушă çулсене нихăçан та манса ан кайччăр теççĕ. Кашни темăна çутатакан экспозицисен энергетики, уйрăммăн илсен тăшман самолечĕн кĕрлевĕ, бомба-снаряд çурăлни, пульăсем вĕçĕмсĕр шăхăрса иртни куракансен чун-чĕрине пăлхатать те — вăрçа хăв та хутшăннă пек туйăнать. Эпир кунта ачасене май килнĕ таран ытларах илсе килсе кăтартма тăрăшрăмăр. Экспозицисем — 10 вакунра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕсене кăтартса параççĕ. Пĕрремĕшĕнче куç умне совет халăхĕн 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕчченхи тăнăç пурнăçĕ тухса тăрать: хăрушă вăрçă кĕçех пуçланасси çинчен шухăшламаççĕха, пĕр-пĕрне ырă та сывă пурăнма сывлăх сунаççĕ. Анчах фашистсен Германийĕ çĕршыва тапăнса кĕрсе халăх ĕмĕтне татать, вăл тăшмана хирĕç кар! тăрать. — Иккĕмĕш вакунра — вăрçă пуçламăшĕ: пирĕн паттăрсем юлашки юн тумламĕ юлмиччен Брест крепоçне гитлеровецсенчен хӳтĕлеççĕ, — терĕ музейран тин çеç тухнă Валерий Петров, курма Кӳкеçрен килнĕскер. — Геройсен хушшинче республикăра çуралса ӳснисем те пулнине пĕлетпĕр. — Виççĕмĕшĕнче колхозниксем, рабочисем, вĕрентекенсем, врачсем, ытти професси çыннисем Хĕрлĕ çар тата флот ретне туслăн тăрса тăшманпа çапăçнине ăнланса илетĕн. Мирлĕ пурнăçран вăрçа тухса кайма питĕ йывăр пулнă. Анчах халăх унăн пĕрремĕш кунĕсенченех улшăннă: алла хĕç-пăшал тытнă, ăна туса кăларакан заводсенче, шахтăра, уй-хирте, ытти çĕрте пĕтĕм вăя парса ĕçленĕ. Çапла майпа тыл фронта мĕн кирлипе тивĕçтернĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Муркаш округĕнчен ятарласа çитнĕ Алексей Ершов. — Нимĕç фашисчĕсем нумай миллион çынна концлагерьсенче, çав шутра газ камерисенче, асаплантарса вĕлернине кăтартакан экспозицисем чуна ыраттараççĕ. Хуласемпе ялсене хӳтĕлесе, вĕсене тăшманран ирĕке кăларнă чухне те темиçе миллион çын пуç хунă. Çапах та пирĕн медперсонал нумайăшне вилĕмрен çăлнă. Выставкăра унăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ те тухса тăрать. Вăрçă çулĕсенче Чăваш Енре, çĕршывăн ытти кĕтесĕнче блокадăри Ленинградра выçăпа касăхса, куллен çĕр-çĕр бомба пăрахнăран çурт айне пулса миллион ытла çын вилнине пĕлмен. Музейра ăна хӳтĕленĕ паттăрсемпе те паллаштарнă. — Аслă Çĕнтерĕве туптама Хĕрлĕ çарпа флот командованийĕ пысăк тӳпе хывнă. Ăна хаклакан экспозицисем те пур. Фашистсен Германийĕпе Япони преступникĕсене Нюрнбергра, Токиопа Хабаровскра суд умне тăратса тивĕçлипе явап тыттарнă. Вĕсен скульптурисене вырнаçтарнă. Ку музее Европăра та кăтартмалла. Вăхăт иртнĕçемĕн Украинăри нацистсене те çапла кăтартасса пĕлсе тăччăр, — хăйĕн шухăшне пытармарĕ Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ Анатолий Кузьмин. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


100 çын утнипе пулакан çулпа малалла талпăнар

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕнер Патшалăх Канашĕн черетлĕ 32-мĕш сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ. Урапине лаша умне лартнă пек пулать-тĕр-ха та, çапах унпа паллаштарассине вăл юлашкинчен, доклада сӳтсе явнă чухне, никам кĕтменнине пĕлтернинчен пуçлам. Олег Алексеевич Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне йышăнма çывăх вăхăтрах вице-премьерăн — ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн кандидатурине сĕнесси çинчен хыпарларĕ.

Хамăра хамăрах тивĕçтеретпĕр

Отчетра Олег Николаев иртнĕ çул пурнăçланă ĕçсене тĕслĕхсемпе, цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Регионăн 13 наци проектне тӳрре кăларса пурнăçланă 49 проекчĕпе кăна тăватă теçетке объектра ĕçленĕ — çакăн валли 5,7 миллиард тенкĕ уйăрнă. 31 объекта хута янă. Çав шутра — шкулсем, ФАПсем, çулсем тата ытти те. Вăхăтра хута ярайманнисем пулнине те пытармарĕ: сывлăх сыхлавĕн икĕ объекчĕ, Çĕнĕ хулари инженери сооруженийĕ, тăпра шунине пула чăрмавлă пулса тăнăскер... Республикăн пĕрлехи бюджечĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ умĕнхи çулталăкринчен 13,6% хушăнса 121 миллиард тенке çитнĕ — нихçанхинчен пысăк. Çакна Олег Алексеевич ăнăçлă управленипе кăна мар, ресурссемпе усă курассин тухăçлăхне тивĕçтернипе те сăлтавларĕ. Хамăрăн тупăшсен ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе республика Атăлçи округĕнче тăваттăмĕш вырăна çĕкленнĕ. «Экономика 123 миллиард тенкĕлĕх налук генерацилерĕ — эпир хамăр усă курнă укçаран 6 миллиард тенкĕ нумайрах. Хамăр ĕçлесе туни регионшăн çителĕклĕ пуласси патне пуçласа çитрĕмĕр», — уçăмлатрĕ регион ертӳçи. Çакă, ун шучĕпе, предприятисен, мĕн пур çыннăн пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕ. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕлтĕр вĕçленĕ программине ăнăçлă пурнăçлани çинчен каланă май Олег Алексеевич 4 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленине, виçĕ теçетке ытла миллиард тенкĕ инвестици явăçтарнине, 720 ытла инвестици проектне тӳрре кăларнине пысăка хурса хакларĕ. Республика валли социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине упраса хăварма вара Владимир Путин Президент пĕлтĕр Чăваш Енре пулни пулăшнă. Ку пĕчĕк тата вăтам бизнеса тĕревлес енĕпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Предпринимательлĕх тĕлĕшпе, тĕрĕссипе, Чăваш Енре маларах та тимлĕх пысăк пулнă. Çакăн кăтартăвĕ — юлашки çулсенче кăна вĕсен шучĕ 2,4 хут пысăкланни. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсемпе пĕрле шутласан вĕсен йышĕ паян 122,2 пинпе танлашать. Çак сферăра ĕçлекенсен йышĕ вара 1,5 хут хушăннă — 235 пин çын. «Ку — ахаль статистика кăна мар, предпринимательсем патшалăха шаннин кăтартăвĕ», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. Шкулсем, ФАПсем, çулсем... Уйрăм тема — строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси. Иртнĕ çул республика 786 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Кăçал та çак шайран чакмалла мар. 5 çулта 1,6 пине яхăн тăлăха хваттерсемпе тивĕçтернĕ, нумай хутлă çуртсенчи 570 лифта улăштарнă. Воспитани теми çинче Олег Николаев пайăррăн чарăнса тăчĕ. Иккĕленмест: ку — хамăрăн пуласлăха йĕркелессин ыйтăвĕ. Çавна май ачасен вĕренӳ, аталану условийĕсене тивĕçтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕр Канаш округĕнчи Янкăлчра, Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăкра çĕнĕ шкулсем хута кайнă. Çывăх вăхăтра Шупашкарти Университет микрорайонĕнчи пысăк шкул ачасене йышăнмалла. Тата темиçе шкулта строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Кӳкеçре, тĕп хулари Хĕвеллĕ микрорайонта, Çĕнĕ Шупашкарта концесси мелĕпе пуçарнă стройкăсем те кĕçех вĕçленмелле. Оборудованипе, ыттипе тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçсем юлаççĕ — виçĕ шкул çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă тĕле уçăлмалла. Шкулсен строительстви çакăнпа вĕçленмест. Комсомольскинче, Чуварлейре ĕçсем пыраççĕ, Вăрнарта хушма корпус çĕклемелле. Çĕнĕ хулара та тепĕр шкул строительствине пуçарасшăн. Халăх тупăшĕ пысăк марри паллă. Çавна май сахал тупăшлисене социаллă контрактпа тĕревлени лайăх. 17,2 пин социаллă контракт тума ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ — «58 пин çынна чухăнлăхран тухма пулăшрăмăр». Çак ретрех нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли тăваткал метрсемпе тивĕçтернине асăнмалла. 2021 çултанпа 8, 7, 6 тата ытларах ачаллисене хваттерсем панă. Пĕлтĕр 5 тата ытларах ачаллă 158 çемьене тивĕçтернĕ. Çапла вара çак çулсенче ку категорири 441 çемье хваттерлĕ пулнă. Сывлăх тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Пĕлтĕр 923 пин çын диспансеризаци тухнă — 2023 çулхинчен 12% нумайрах. Çав вăхăтрах «ялсенчи арçынсемпе тимлĕрех ĕçлемелле. Округсенче пулатăп та — вĕсем ку майпа усă курсах кайманни çинчен калаççĕ. Шăпах çак категори пурнăçран ир каять...» Физкультурăпа спорт сывлăха упрама пулăшаççĕ. Чăваш Ен спорта аталантарас енĕпе пысăк ĕç туни куç умĕнче. Тĕп хулари «Волга» стадиона реконструкцилесе уçнăранпа нумай та вăхăт иртмен-ха — вун-вун мероприяти ирттерме те ĕлкĕрнĕ. Шупашкарти Çĕнĕ хулара пăр каток хута янă, йĕлтĕр-роллер трассине туса пĕтернĕпе пĕрех, футбол манежĕ ĕçлет. Спортăн шыври тĕсĕсен центрĕ те пулĕ. Республикăра паян халăхăн спортпа туслă йышĕ 60% танлашать. Раççейĕн пĕрлештернĕ спорт командин йышĕнче пирĕн 322 ентеш — ку йыш ӳссех пырать. ГТО нормативĕсене пурнăçлама хутшăннă йыш 317 пин çынпа тан — çак кăтартупа Раççейри регионсен хушшинче 27-мĕш позицирен 6-мĕшне çĕкленнĕ. Хӳтлĕх шанчăклă Олег Алексеевич ятарлă çар операцийĕн теминчен те пăрăнса иртмерĕ. Унта хутшăнакансене, вĕсен çемйисене пулăшмалли мерăсен шучĕ 30-тан та иртет. Шкулсенче вĕри апатпа 3,2 пин ачана тӳлевсĕр тивĕçтереççĕ, 3,8 пине яхăн ача кружоксене, секцисене тӳлевсĕр çӳрет, 2,7 пинĕшĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. СВОна хутшăннă 1 пин ытла ентеш кунта реабилитаци тухнă, вĕсенчен 300-шĕ — стационарта. Çывăх кунсенчех «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проект, Раççей шайĕнчи «Паттăрсен вăхăчĕн» аналогĕ, ĕçлесе кайĕ. Ĕнерхи салтаксемпе офицерсене влаç органĕсенче, ытти тытăм ертӳлĕхĕнче ĕçлеме хатĕрлĕç. Умри тĕллевсен шутĕнче Олег Алексеевич экономикăн малалли ӳсĕмне, çынсен пурнăçне лайăхлатмалли инфратытăм проекчĕсене тӳрре кăларассине палăртрĕ, сăмахне ваттисен сăмахĕпе вĕçлерĕ: «Пĕр çын утать — йĕр юлать, çĕр çын утать — çул пулать». Сесси регламенчĕпе килĕшӳллĕн депутатсенчен чылай ыйту-сĕнӳ пулчĕ. Сергей Кольцов социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнă тĕллевсене мĕнле пурнăçланине кам тĕрĕслесе тăрассипе кăсăкланчĕ. Олег Николаев малашне Аслă экономика канашне хăй ертсе пырасси çинчен каланă май ку тивĕç ун çинче пулассине çирĕплетрĕ. Николай Степанов Капиталлă юсав фондĕнчи йĕркесĕрлĕх пирки сăмах пуçарчĕ те — регион ертӳçи шăпах йĕрке тăвас тĕллевпе ĕçсене тăвассине тата вĕсене йышăнассине тĕрлĕ тытăма шанни пулăшассине палăртрĕ. Ĕçсене Пĕрлехи саккасçă служби йышăнать — çитменлĕхсене курмăш тумĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Лайăх статистика хыçĕнче те çивĕч ыйту чылай

Пĕлтĕр регионти çулсем çинче 106 çын пурнăçĕ татăлнă

2024 çулта республикăри çулсем çинче 810 авари пулнă, вĕсенче 106 çын вилнĕ, 1025-ĕн суранланнă. Çак тата ытти кăтартăва республика ШĔМĕн Патшалăх автоинспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов çулсем çинчи йĕркелĕх хуралĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетме журналистсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕ.

Цифрăсем палăрмаллах пĕчĕкленнĕ пулин те… «Çулталăка питĕ лайăх вĕçлерĕмĕр, — кăмăллăн палăртрĕ Владимир Геннадьевич. — Çакă чи малтанах çӳлерех асăннă цифрăсемпе сăлтавланнă — вĕсем 2023 çулхинчен самай пĕчĕкрех: аварисен шучĕ 8,2% чакнă, вилнисен тата аманнисен шучĕ 14,5 тата 11% пĕчĕкленнĕ. Танлаштарма полици полковникĕ теçетке çурă çул каяллахи кăтартăва аса илтерчĕ: 2010 çулта Чăваш Енри çулсем çинчи инкексенче 298 çын пурнăçĕ татăлнă. 9 округра — Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç тата Çĕнĕ Шупашкар шалти ĕçсен пайĕсем яваплă территорисенче — аварисен шучĕ пысăкланнă. Вилнисен йышĕ Вăрнар, Комсомольски, Çĕмĕрле, Вăрмар, Çĕрпӳ, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Етĕрне округĕсенче тата Канаш хулинче хушăннă. Аварисенче вилнисен йышĕнче — 44 водитель, çуран 35 çын, транспорт хатĕрĕсен 22 пассажирĕ тата 5 велосипедист. Инкексен списокĕнче машинăсем çапăннă тĕслĕх нумайрах — 314 авари. Çуран çынсене таптанă 254, транспорт хатĕрĕсем çул айккине сикнĕ 70, пассажирсем ӳкнĕ 63 тĕслĕхе регистрациленĕ. Хурлăхлă тĕслĕхсем сахалланнă пулин те управлени пуçлăхĕ çакăнпа çырлахма юраманнине палăртрĕ. Çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетмелли нацпроектпа килĕшӳллĕн 2030 çулччен вилнисен шутне 1,5 хут чакармалла, 2036 çул тĕлне – 2 хут. Çын пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем федераци трассисем çинче кăна мар, регион пĕлтерĕшлĕ, вырăнти çулсем çинче те çав-çавах нумай-ха. Апла тăк пĕр енĕпе ĕçлесе теприсем çине алă сулма юрамасть. Çĕнĕ М-12 автомагистраль пирки те çавнах каламалла — унта иртнĕ çул 4 çын вилнĕ. Наркотикпа минренисем те руль умĕнче Çивĕч ыйтусен шутĕнче Владимир Геннадьевич общество транспорчĕн пассажирĕсем ӳкнĕ тĕслĕхсене палăртрĕ. Автоинспекци витĕм кӳме пултарайман пулăм пек, анчах çынсем ӳксе суранланаççĕ, çакă та çулсем çинчи хăрушсăрлăх статистикине япăх витĕм кӳрет. Апла тăк транспорт предприятийĕсемпе ĕçлемелле — водительсене витĕм кӳччĕр. Тепĕр тесен, чылай чухне айăпĕ вĕсенче кăна та мар. Ытти автомобиль водителĕсем çулсем çинче хăйсене сĕмсĕр тытнине пула автобус-троллейбусăн тăраках чарăнма тивет те — çакна кĕтмен пассажирсем тытăнса тăраймасăр ӳксе шар кураççĕ. Ӳсĕр тата медицина тĕрĕслевне кайма килĕшмен водительсем хутшăннипе пулнă аварисен шучĕ 16,4% сахалланнă, çапах пурпĕр сахал мар — 107 инкек. Çавнашкал аварисенче 25 çын пурнăçĕ татăлнă, 147-ĕн аманнă. Унтан та ытла — ПАИ инспекторĕсем пĕлтĕр наркотиксемпе минренĕ 167 çынна тупса палăртнă. Вĕсенчен 118- шĕ — водительсем. Эрех-сăра ĕçсе руль умне ларнисем вара нумай хут пысăкрах – 3790 водителе тытса чарнă. Управлени пуçлăхĕ çак ĕç ансат маррине пайăррăн палăртрĕ. Малтанах çын ӳсĕр е хĕрĕнкĕ пулнине курмалла, ăна чармалла, тивĕçлĕ документсене çырмалла, медицина тĕрĕслевне илсе каймалла. Унсăр пуçне ӳсĕрскерĕн автомобильне штраф площадкине ăсатассине йĕркелемелле — вăйпа тӳсĕмлĕх те кирлĕ, вăхăт та нумай иртет. Çуран çынсемпе çыхăннă ĕç-пуç ансат мар. Тĕттĕм вăхăтра вĕсем курăнмаççĕ — инкек пуласси те часах. Пĕлтĕр вĕсене таптанă 253 тĕслĕхе шута илнĕ — 228 çын суранланнă, 35 çын вилнĕ, çав шутра 30-шĕ — талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче. 28-шĕн тумтирĕ çинче тĕттĕмре автомобиль фарин çути ӳкнипе çутатакан элементсем пулман. Ял-хулара пурнăçĕ татăлнисен кăна мар, вĕсен тулашĕнче шар курнă 13 çыннăн та. Управлени пуçлăхĕ пăшăрханăвне пытармарĕ: çитĕннисем кăна мар, ачасем те тĕттĕмре çавнашкал элементсемсĕрех чупаççĕ. Апла тăк ку енĕпе шкулсенче те, ашшĕ-амăшĕнчен те тивĕçлĕ тимлĕх пулмалла. ПАИ вара муниципалитетсен влаçĕсене çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăнсене, тротуарсене çутатса тăмалла тумашкăн хистет. Виадуксем, «симĕс хум», тротуарсем, ытти кирлĕ Инкексен шутне çул çӳрев йĕркелĕвĕ те тӳррĕнех витĕм кӳрет тенипе никам та тавлашмĕ. Шел те, ку енĕпе Чăваш Енĕн мухтанмалли сахалрах. Çапла, фото-, видеофиксаци майĕсем анлăлансах пыраççĕ, пĕлтĕр кăна приборсем валли 509 миллион тенкĕ уйăрнă. Анчах çакăнпа çеç инçе каяймăн. Калăпăр, Шупашкарта пĕр çĕрте кăна чăрмав тухса тăтăр — транспорт юхăмне ытти çулпа ямалли майсем çук. Гагарин кĕперĕ çинче пуçарнă юсав мĕн чухлĕ автомобилистшăн, вĕсен тата общество транспорчĕн пассажирĕсемшĕн мĕнешкел чăрмавсем кăларса тăратрĕ! Виадуксем кирлĕ, пĕр çул çинчен анса теприн çине куçмалли каçăсем тумалла. Вĕсем вара çук, çывăх вăхăтра пуласси те иккĕленӳллĕ. Хусантах, сăмахран, транспорт юхăмне чăрмавсăр çулсем çине куçармалли майсем пур, Шупашкарта вара кунашкалли, «симĕс хум» пирки ĕмĕтленме кăна тивет. Ансат пек туйăнакан ыйтусене те татса паман-ха. Калăпăр, паян самокатпа çӳрекен йышлă — çамрăксем ăна пушшех килĕштереççĕ. Шупашкарта ун валли кирлĕ инфратытăм вара хальлĕхе Атăл çыранĕнче, хула центрĕнче кăна. Айккинерех микрорайонсем тĕлĕшпе тимлĕх çителĕксĕрри куç умĕнче. Пысăк çĕнĕ микрорайонсем ӳсе-ӳсе ларчĕç — транпорт çыхăнăвĕ япăх. Транспорт терĕм-ха — çуран çынсемшĕн, велосипед-самокатпа çӳрекеншĕн те чăрмавлă. Тĕслĕх вырăннă полици полковникĕ Çĕнĕ хулана асăнчĕ. Унта тĕп хуларан çуран çитме паян кунччен те тротуар çук — утма пуçласан сарлака урамăн пĕр енчен теприне «сиккелеме» тивĕ. Пысăк штрафсем авари шутне чакарччăр Çак лару-тăрура ПАИ ертӳлĕхĕ штрафсенче кăна çăлăнăç курать пек туйăм та çуралчĕ. Вĕсем çулталăк пуçламăшĕнче пысăкланчĕç. Калăпăр, хăвăртлăха юранинчен 20 километр ытларах ӳстернĕшĕн штраф виçи 500 тенкĕпе танччĕ. Ăна явап тыттармалли йышăну тунă хыççăн 20 кун иртиччен тӳлесен 50% çăмăллăх пурччĕ. 250 тенкĕ тӳлесси, паллах, пуçтахсене хăвăрт çӳреме чăрмантармастчĕ. Халь çăмăллăхлă тӳлев вăхăчĕ 30 кун таран тăсăлнă-ха, анчах çак тапхăрта тӳлемелли виçе 75% шайĕнче. Çапла вара 20 километртан пысăкрах «ытлашши» хăвăртлăхшăн сахалтан та 562 тенкĕлĕх тăкакланма тивĕ. Ку виçе, килĕшетĕр пуль, пуçа кăтăрт-кăтăрт хыçмалăх пур — питех иртĕхеймĕн. Патшалăх автоинспекцийĕнче çакăн витĕмне туяççĕ те ĕнтĕ — хăвăрт çӳреме юратакан сахалланни куçкĕрет. Çакă аварисен шутĕнче те палăрсан тем пекехчĕ. Хăвăртлăха юранинчен ӳстернине, çул-йĕр правилисене уяманнин ытти тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларма вара паян техника нумай пулăшать. Пĕлтĕр правилăсене пăснăшăн шутласа панă штрафсен укçан виçекен калăпăшĕ 1,2 миллиард тенкĕрен те иртнĕ. 735 миллион тенкине шыраса илнĕ. Çав шутра 967 миллион тенкĕлĕх штрафсем — фото-, видеоприборсем регистрациленĕ тĕслĕхсемпе палăртнисем. Ку виçе тата пысăкрах пуласси те куçкĕрет. Штрафсем пысăкланнипе кăна та мар. Асăннă приборсен шучĕ ӳссех пырать. Пĕлтĕр кăна çĕнĕ вун-вун прибор туянса вырнаçтарнă — федераци трассисем çинче те, ял-хулара та. Вĕсен шутне татах пысăклатасшăн — тĕп автоинспектор çулсен тата 7 сыпăкĕнче приборсем кирли çинчен каларĕ. Çавăнпах кивĕ приборсемпе те сыв пуллашма васкамаççĕ. Юсаççĕ, модернизацилеççĕ — усă кураççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.