Archive - 8 Çĕртме, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ
Тулли черкке шыраса утакансене нимĕн те кирлĕ мар, е Ял пушанса пыни çинчен
Преступник суйнине куçран пăхса пĕлет
«Каçар мана, анне, çуралнăшăн…»
Амăшĕн капиталне тăсасшăн
Ку ашшĕ-амăшĕшĕн чăннипех те савăнăçлă хыпар. Программăна 2023 çулччен тăсма сĕннĕ. Анчах хальлĕхе ку саккун проект шайĕнче кăна-ха.
РФ Финанс тата Экономика аталанăвĕн министерствисем документа алă пусса çирĕплетмен. РФ ĕçлев тата социаллă аталану министрĕ Максим Топилин программăна улшăнусем кĕртме сĕннĕ. Унăн шухăшĕпе, сахал тупăшлă çемьесене амăшĕн капиталĕнчен /1,5-3 çулти ача садике çÿремест пулсан/ уйăхне 7 е 10 пин тенкĕ илме май туса памалла.
Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ
Кăçал çак ята илессишĕн 8 çын тупăшать. Халĕ сасăлав тапхăрĕ пырать. Конкурса депутатсем утă уйăхĕнче иртекен ларура пĕтĕмлетĕç.
Алексей Лысенков та килĕ
«Сам себе режиссер» кăларăм ертÿçине ăçта курма май пулать тетĕр-и? Атăл леш енче — «Буревестник» кану базинче. Ĕнер «Çамрăксен хули» форум старт илнĕ. Паллă телеертÿçĕ унта эксперт пулĕ. Çамрăксемпе Раççейри Общество палатин членĕ Артем Метелев, «Пĕрремĕш канал» журналисчĕ» Максим Шарафутдинов та курнăçĕç.
Маша Китай культурипе паллашать
Чăваш наци радиовне кунсерен итлекенсем асăрхарĕç пуль: юлашки вăхăтра «Ирхи кăмăл» кăларăмра Мария Самделовăн сасси янăрамасть. Владислав Московцевăн республика çыннисене ирсерен пĕчченех вăратма тивет. Пăшăрханса ÿкрĕр-и? Лăплантарма васкам: Маша кĕçех эфира тухĕ, хальлĕхе вăл Китай çĕршывĕпе киленет.