Комментари хушас

2 Утă, 2020

Куславккасен малашлӑх планӗсем пысӑк

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Куславкка районĕнче пулчĕ. Чи малтан вăл Куснар ялĕнчи çĕнĕ шкула çитсе курчĕ. Шкул директорĕ Владислав Шмелев каланă тăрăх, строительство графикпа килĕшÿллĕн пырать. Хальхи вăхăтра пÿлĕмсене сăрлаççĕ, территорие хăтлăлатаççĕ; пулас стадионта та хĕрÿ ĕç пырать.

"Хальхи вăхăтра ялсенче çĕкленекен социаллă обьектсем хуларисенчен пĕрре те кая мар. Пур ачана та пĕлÿ илме, аталанма пĕр пек услови туса памалла. Çĕнĕ керменсенче çамрăксем спортпа туслашма пултараççĕ", - терĕ Олег Алексеевич.

Куславккари "Автофургон" предприятин продукцийĕсемпе паллашрĕ. Мобильлĕ станцисем, хăрушă грузсем турттармалли машинăсем, вахта мелĕпе ĕçлекен автобуссем, кран-манипуляторсем туса кăлараççĕ. Унта çĕнĕ производствăсем хута яма палăртнă. Ĕç тăвакан директорĕ Валентин Колумб пĕлтернĕ тăрăх, продукцисене тĕрлĕ çĕршыври предприятисене илсе каяççĕ.

Куславккасене пашăрхантаракан ыйтусем те пур. Акă пристане чĕрсе тăратасшăн. Вăл районти туризма аталантарма май парĕ. "Пристань ĕçленĕ чухне теплоходсем чарăнатчĕç, туристсем килсе куратчĕç. Çынсене те Атăл леш енне каçса çÿреме кирлĕ", - терĕ музей директорĕ Марина Арзамасова. Вырăнти влаç шыв хĕррине хăтлăлатса хулара пурăнакансем валли уçăлса çÿремелли, туристсене курмалли вырăн туса пама палăртнă. "Туризм вырăнти экономикăна вăйлатма пулăшать. Куславккапа Сӗнтĕрвăрри хулисене "Чăваш Ен - Атăл чĕри" проекта кертĕпĕр", - терĕ Олег Николаев.

Районти "Атăл" спорт керменĕнче район аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетрĕç. Тĕп докладпа райадминистраци пуçлăхĕ Андрей Васильев паллаштарчĕ.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем