туризм
Куславккасен малашлӑх планӗсем пысӑк
Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Куславкка районĕнче пулчĕ. Чи малтан вăл Куснар ялĕнчи çĕнĕ шкула çитсе курчĕ. Шкул директорĕ Владислав Шмелев каланă тăрăх, строительство графикпа килĕшÿллĕн пырать. Хальхи вăхăтра пÿлĕмсене сăрлаççĕ, территорие хăтлăлатаççĕ; пулас стадионта та хĕрÿ ĕç пырать.
Чăваш Ен çамрăк туристсене йышăнма хатĕр
Иртнĕ эрнере Ростуризмра йĕркеленĕ канашлура ачасен вĕренÿ туризмĕн комитетне туса хума йышăннă. Çĕршывра ачасен вĕренÿ туризмне аталантарас енĕпе анлă ĕç пуçараççĕ. Ку Чăваш Ене те тÿррĕнех пырса тивет. Çакăн çинчен Алла Салаева вице-премьер каласа пачĕ.
Медицина туризмĕ вăй илет
Шупашкар хула администрацийĕ йĕркеленипе Мускавра Пĕтĕм тĕнчери «MedTravelExpo – 2017. Санаторисем. Курортсем. Медицина центрĕсем» курав ĕçленĕ.
Унта тĕрлĕ çĕршыври санаторипе курорт комплексĕсем, медицина учрежденийĕсем тата туризм компанийĕсем хутшăннă. Куравра хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Енри санатори те паллаштарнă. Организаци паллă туроператорсемпе тата Испанипе Грецири сиплев чрежденийĕсемпе çыхăну тытасси пирки килĕшÿ тунă.
Олег Сафонов: Чăваш Енри туристсене илĕртмелли чылай
Паян Чăваш Ене федерацин туризм агентствин ертÿçи Олег Сафонов килсе кайрĕ. Вăл Шупашкарти туризм обьекчĕсемпе паллашрĕ.
Чи малтан мускав хăни «Амазони» этнокомплекса çитсе курчĕ. Аса илтеретпĕр, 2013 çулта пирĕн республикăра «Этническая Чувашия» инвестици проекчĕ пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Виçĕ çулта туризм обьекчĕсене тумашкăн 3 миллиона яхăн тенкĕ тăкакланă. Мускав хăнине «Тухья» музейĕн проекчĕ уйрăмах кăмăла кайрĕ. Вăл аквапаркăн уçă зонинче çулталăкĕпе шыва кĕме май туса памаллине палăртрĕ.