Кун хыççăн кун
Ачасен ҫулла укҫа ӗҫлесе илме май пулӗ
Паян ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çуллахи вăхăтра 14-18 çулсенчи ачасене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси пирки журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Ҫак кун тӗлне республикăри 6963 çамрăка вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçе вырнаçакан ачасене уйăхне шалусăр пуçне 2417 тенкĕ пособи параççĕ.
Чăваш кĕнеке издательстви сĕнĕвĕрсене шута илĕ
Чăваш кĕнеке издательстви издательство çĕнĕлле ĕçлесе хăй кăларакан кĕнекесен пахалăхне куллен лайăхлатма тăрăшать. Çапах та чи пĕлтерĕшли — вĕсен ĕçне вулакан епле хаклани.
Сирĕн çак ыйтусене хуравласа шухăшăрсене уççăн пĕлтерме май пур.
Вĕсене издательство малашнехи ĕçре шута илсе тата лайăхрах кĕнекесем кăларма тăрăшĕ.
Ыйтусем патне çак каçăпа куçмалла
https://chuvbook.ru/news/opros
Олег НИКОЛАЕВ: Палăртнă ĕçсене малашне те хастаррăн туса пырар
Журналистсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа кашни уйăха уйрăммăн пĕтĕмлетесси, çивĕч ыйтусене хускатса вĕсене татса памалли майсене шырасси тахçанах йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ака уйăхĕ чи малтанах чăвашлăхпа тачă çыхăннă. «Хыпар» вара — чăвашлăхăн уйрăлми пайĕ. Çавăнпа пирĕн сĕнĕве Олег Алексеевич хапăл туса йышăнчĕ. Ака уйăхне «Хыпарпа» тата унăн вулаканĕсемпе пĕрле тишкерме кăмăл турĕ.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 2
- 3
- 4
- 5
- 6
- 7
- 8
- 9
- 10
- …
- следующая ›
- последняя »