Кун хыççăн кун
Ҫӗрпӳсем аякри ҫула тухнӑ ӗнесене шывсӑр аптрама паман
Ҫак кунсенче М7 ҫулпа пынӑ икӗ тиев машини Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче техника ҫӗмӗрӗлнине пула чарӑннӑ. Машинӑсен Тверь облаҫӗнчен Кемерово тӑрӑхне 68 пуҫ ӑратлӑ ӗне илсе ҫитермелле пулнӑ. Ванса кайнӑ машина водителӗсене Руслан Курчаткин предприниматель пулӑшнӑ. Ҫамрӑк усламҫӑ хӑйӗн кафе ҫуртӗнчен ӗнесене шӑвармалӑх шыв тултарма та хушу панӑ, техникӑна та йӗркене кӗртме пулӑшнӑ.
Ӗнесем каллех инҫе ҫула "тухнӑ".
"Халăхпа пĕрле" ("Пирĕн сăмах" хаçат)
Парламент бюджет саккунне йышăнчĕ
Кĕçнерникун Патшалăх Канашĕн черетлĕ 22-мĕш сессийĕ, чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче уçăлнăскер, малалла ĕçлерĕ. Республикăн 2024 çулхи тата 2025, 2026 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккунĕн проекчĕ кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.
Сессин пĕрремĕш тапхăрĕнче бюджет проектне пĕрремĕш вулавпа тишкересси самай тавлашуллă пулнăччĕ, çавна май иккĕмĕш вулав лăпкă пулассăн туйăннăччĕ. Анчах хăш-пĕр депутат лăпланма шутламан та иккен.
Паян 116 çeмье çĕнĕ хваттер çăраççине илчĕ
Телейлӗскерсем Шупашкарти Башмачников урамĕнчи 29-мĕш çyрта пурăнма кĕчĕҫ. Xваттерĕсем xăтлă, ăшă, илемлĕ.
Малтан вĕceм тĕп хулари кивĕ çypтсенче пурăннă, кунта тăлăx aчасем, инвалид ача çитĕнтерекенсем, кивĕ çyртсенче пурăннисем, нумай ачаллă çeмьесем пурăнма куçaççĕ.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 5
- 6
- 7
- 8
- 9
- 10
- 11
- 12
- 13
- …
- следующая ›
- последняя »