Олег НИКОЛАЕВ: «Эпĕ диктанта хатĕрленнĕ»
„Этнографи диктантне кашни çулах çыратăп. Историе, тăван халăхăн çул-йĕрне, йăли-йĕркине, культурине пĕлекеншĕн диктантри ыйтусене хуравлама йывăр мар. Пĕлтĕр эпĕ ыйтусене онлайн мелĕпе хуравланăччĕ. Кăçал музее чĕнчĕç те хаваспах килтĕм. Пĕтĕмпе 100 балл пухмалла. Пĕлтĕр 90 балл пуçтарма тÿр килнĕччĕ. Историе вĕренни харама кайман темелле. Диктантри ыйтусем интереслĕ, мана кăмăла килеççĕ. Кайран хуравĕсене пăхма пулать.